Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала

 

2017Кушак сӗт курать те, тути вӑрӑм мар.Кушак — Шӑши
2018Кушак сӗт тӑкӑнасса кӗтет, йытӑ татӑк ӳкессе кӗтет.Кушак — Шӑши
2019Кушак ҫемҫерех вырӑна шырать теҫҫӗ.Кушак — Шӑши
2020Кушак ҫӗр каҫа вуникӗ хутчен ҫынна вӗлересси пирки, вӗлерсессӗн ҫисе яраймасси пирки шутлать тет.Кушак — Шӑши
2021Кушак ҫук ҫӗрте шӑши те патша.Кушак — Шӑши
2022Кушак та ӗлӗк сӑваплӑ чӗрчун пулнӑ тет.Кушак — Шӑши
2024Кушак тӑхӑр вилӗмрен хӑтӑлма пултарать теҫҫӗ.Кушак — Шӑши
2023Кушак тӗк майлӑ шӑлнине юратать.Кушак — Шӑши
2027Кушак шӑши тесе кашкӑр куҫне чавнӑ тет.Кушак — Шӑши
2025Кушак шӑшие тус мар тет.Кушак — Шӑши
2026Кушак ырлӑхне пӗтӗм чӗрчун ӑмсанать.Кушак — Шӑши
2028Кушак: «Хуҫа хӑй ҫинӗ, мана ҫитермес», — тесе элеклет Турра. Анчӑк калать тет: «Халь хӑй те ҫимен, хӑй ҫисен парать».Кушак — Шӑши
2029Кушака кӑмака пултӑр.Кушак — Шӑши
2030Кушака кулӑ, шӑшие вилӗм.Кушак — Шӑши
2031Кушака ҫӗнсе шӑши айне пулнӑ.Кушак — Шӑши
2032Кушака хӑйма ҫиме вӗрентмеҫҫӗ.Кушак — Шӑши
2033Кушака чуптума юрамасть теҫҫӗ.Кушак — Шӑши
2034Кушака юратакан арҫын арӑмне юратать, йытта юратакан хӗрарӑм упӑшкине юратать.Кушак — Шӑши
2035Кушакпа ҫывӑракан кукша пулать.Кушак — Шӑши
2036Кушаксем туй тунӑ чух петӗм тӗнче ҫӳҫенет.Кушак — Шӑши
2054Куян — кулянчӑк, мулкач — мухтанчӑк.Мулкач
2055Куян куляна-кулянах ватӑлать.Мулкач
2056Куян курнипех кутӑн кайса ларас мар.Мулкач
2057Куян куҫӗ катаран курать.Мулкач
2058Куян пек хӑравҫӑ тата кам пур?Мулкач
2059Куян пек хӑравҫӑ татах пур.Мулкач
2060Куян ҫухрӑмне утса тухма хӗн.Мулкач
2061Куян тирӗ те пӗр ҫула тӳсет.Мулкач
2062Куян хыҫҫӑн кусма ҫук, вилен хыҫҫӑн вилме ҫук.Мулкач
2063Куян чупать хир тӑрӑх, нуша чупать ял тӑрӑх.Мулкач
2064Куяна — калча, чухӑна — ача.Мулкач
2065Куянӑн хӳри те, ӑсӗ те кӗске.Мулкач
2066Куянӗ пӗр тенкӗ тӑрать, йӗрлесси пин тенкӗ тӑрать.Мулкач
2067Куяншӑнах ан кулян, хӑйшӗн хӑй кулянтӑр.Мулкач
1713Лайӑх автан мӑнтӑр пулмасть.Автан
2225Лайӑх кӗсререн лайӑх тиха пулать.Ут — Лаша
2226Лайӑх лаша пуҫне ухса утать.Ут — Лаша
2227Лайӑх лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать.Ут — Лаша
2228Лайӑх лаша чӑпӑрккасӑрах чупать.Ут — Лаша
2230Лайӑх лашана пӗр пушӑ, чуман лашана ҫӗр пушӑ.Ут — Лаша
2229Лайӑх лашана сӗлӗ хӑвалать.Ут — Лаша
2231Лайӑх лашана чӑпӑркка кӑтартни те ҫитет.Ут — Лаша
2232Лайӑх лашапа Вӑрнар ҫулӗ те вӑрӑм мар.Ут — Лаша
2448Лапра автакан чӑпар куккук вил шывӗпе пит ҫӑвать.Куккук
2085Лапсӑркка сурӑхӑн ҫӑм нумай.Сурӑх
1499Ларакан йывӑҫ та хуппине сӳсен типсе хӑрать.Йывӑҫ—курӑк
1500Ларакан йывӑҫ хакне ҫухатмасть.Йывӑҫ—курӑк
2268Лаша — хамӑн лайӑх, арӑм — ҫыннӑн лайӑх.Ут — Лаша
2233Лаша апачӗ лашаран хаклӑ.Ут — Лаша
2234Лаша ашне тутар ҫех юратать.Ут — Лаша